Song: Майра Maiden
Year: 2020
Viewed: 11 - Published at: 8 years ago

Ман чунра сана валли
Пулĕ вырăн яланах
Эп сана манас тесен
Çук, манаймăп çaв-çавах!
Сансăр тăлăх Шупашкар
Сансăр Атăл та - çырма
Килнĕ эпĕ çĕр çине
Пĕр сана кăна савма!

Çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмак -
Шак-шак
Эс - ман йăпăлти кушак
Кĕт пĕртак!
Эс манпа вылян каллех -
Ну мĕнех
Ман пулатăн эс кĕçех
Пур-пĕрех

Çaкă çут тĕнчере
Сан пекки сайра
Эс пĕртен-пĕрре
Ман куштан майра
Чун калать: Юрат
Пуç ыйтать: Пытан!
Мĕншĕн эс мана асаплантаран?
Каччăсем хыçран çÿреç -
Йăл çиçеç
Кашни кун сана йĕрлеç
Кĕвĕçеç
Сан пирки çŷрет сăмах -
Пултăрах
Ман сана савас килет
Çав-çавах!

Çaкă çут тĕнчере
Сан пекки сайра
Эс пĕртен-пĕрре
Ман куштан майра
Чун калать: Юрат
Пуç ыйтать: Пытан!
Мĕншĕн эс мана асаплантаран?

Куçунта ташлать шевле -
Ах, епле
Эс - пушар, çунать чĕре -
Чĕрĕлле
Кур, çĕклетĕп сан умра
Шур ялав
Пĕр мана кăна ялан
Эсĕ сав
Çaкă çут тĕнчере
Сан пекки сайра
Эс пĕртен-пĕрре
Ман куштан майра
Чун калать: Юрат
Пуç ыйтать: Пытан!
Мĕншĕн эс мана асаплантаран?
Çaкă çут тĕнчере
Сан пекки сайра
Эс пĕртен-пĕрре
Ман куштан майра
Чун калать: Юрат
Пуç ыйтать: Пытан!
Мĕншĕн эс мана асаплантаран?

(  (Denis Pavlov) )
www.ChordsAZ.com

TAGS :